Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ме сана, путек

Сак ҫинче ларакан мӑнукне тем килӗшмен ӗнтӗ, асламӑшӗ апла та каласа йӑпатать, капла та майлаштарса яма тӑрӑшать — усси пур пӗрех ҫук, «тӑм шӑхлич» ҫаплах кутӑнлашать. Вара асламӑшӗ мӑнукне пылак япала парса лӑплантарма тӗв тӑвать те кухньӑна кӗрсе темиҫе премӗк илсе тухать: «Ме сана, путек», — тет. Ачи чӑнах та асламӑш аллинчи премӗксене илсен майлашса каять.
Пӗчӗк ачасене кун пек лару-тӑрура ҫапла йӑпатса лӑплантарас йӑла авал акӑ мӗнле сӑлтавпа ҫыхӑннӑ иккен. Пурте пӗлетпӗр: иртнӗ саманара ялсенче пурнӑҫ питӗ йывӑрпа, хӗнпе иртсе пынӑ. Ҫынсем хура пӳртсенче нушаланнӑ. Ҫакӑ уйрӑмах хӗллехи уйӑхсенче сисӗннӗ. Калӑпӑр, раштав сивви шатӑртатать. Ӑна пӑхмасӑр килте сурӑхсем пӑранлас вӑхӑт ҫитет. Кун пек чухне кил хуҫи арӑмӗ уйрӑмах сисчевлӗ. Ҫӗр варринче картишне-мӗне тухсан та путек сасси илтӗнмест-и, сурӑхӗ мӗн хӑтланать-ши, путек сасси ҫук-и тесе вите алӑкӗ умӗнче пӗр самант итлесе тӑрать.
Акӑ ӗнтӗ кӗтнӗ самант та ҫитет, сурӑхӗ путеккине чӗнсе сас парать иккен, ҫут тӗнчене «ҫӗнӗ кайӑк» килнӗ, путеке май килнӗ таран часрах ӑшӑ пӳрте илсе кӗмелле. Ҫӗрлехи каҫ тӑрать, ачисем ҫывӑраҫҫӗ пулин те амӑшӗ пӗрне вӑратать те: «Ачам, ачам, тӑр-ха, тӑр, «ҫӗнӗ кайӑк» пур, пӳрте илсе кӗрер», тет. Ачине кун пирки амӑшӗ каҫ пулсанах, ҫывӑрма выртичченех каласа хунӑ-мӗн.
Мӗншӗн-ха путеке ӗлӗкхи чӑвашсем хӑйсем мар, ачисене пӳрте илсе кӗме явӑҫтарнӑ? Чӑвашсем тӗшмӗше ӗненнӗ. Вӗсен шучӗпе, путеке пӳрте илсе кӗрекен ача та ӳссе ҫитсен ун пек таса та ырӑ, ҫылӑхсӑр ҫын пулать иккен. Путек, ытарлӑ каласан, хӑйне сивӗре вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн ҫак ачана тав тӑвать-мӗн, ҫылӑхсӑр ҫав путекӗн асамлӑ тавӗ ӗмӗрӗпех пулӑшса пырать, усал-тӗселтен сыхласа пурӑнать имӗш.

Роман Чепунов, «Хыпар», 2009, нарӑс, 28


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-17 14:47:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2489 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем